Чӑваш Енри виҫӗ ҫын «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ шкул ачисем. Ҫак палла ҫынсене йывӑрлӑхра пулӑшнӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата хӑюлӑхшӑн панӑ.
__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Октябрьски шкулӗнче вӗренекен Ольга Ярисова «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине икӗ йӑмӑкне ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ӑна ҫак паллӑпа Мускавра чысланӑ.
Николай Константиновпа Антон Михеева ҫак паллӑна Чӑваш Енре панӑ. __Канаш районӗнчи__ __Вӑтакас Кипеч__ шкулӗнче вӗренекен Николай путакан арҫын ачана ҫӑлнӑ. Коопераци институчӗн студентне Антон Михеева вара сусӑрсем валли пандус хатӗрленӗшӗн кӑкӑр паллине панӑ.
Пӗтӗмпе комиссин 1,5 пин кандидата пӑхса тухма тивнӗ. Вӗсенчен 128-шӗ ҫеҫ «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Сочири иртнӗ Паралимпиадӑна хутшӑннӑ спортсменсем тата икӗ общество организацийӗ.
Сумлӑ наградӑна тивӗҫнисен ячӗсене «Вӗри чӗре» хисеп кӗнекине кӗртнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |