«Вӑрнар районӗн энциклопедийӗ» кӗнекен иккӗмӗш пайне кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗше 2005 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнӑ.
Иккӗмӗш пайне тепӗр юбилей валли — вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле — кӑларасшӑн. Энциклопедин пӗрремӗш пайне __Вӑрнар__ поселокӗн хисеплӗ ҫынни Воля Иванов тата РФ Ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ Михаил Васильев (вӑл райхаҫат редакторӗ те пулнӑ) хатӗрленӗ. Вӗсемех иккӗмӗш кӗнекепе ӗҫлеҫҫӗ.
Воля Иванов депутатсене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Текста наборлакан ҫынна та укҫа тӳлемелле-ҫке. Пӗтӗм расхута шута илсен, Воля Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедин иккӗмӗш пайне кӑлармашкӑн 500 пине яхӑн укҫа кирлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |