Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев __Шупашкар районӗнче__ пулнӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен __Мошкассинче__ ӑна район хысни шучӗпе хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ клуба кӑтартнӑ. Культура учрежденине ҫӗклеме паракан укҫана асӑннӑ тӑрӑх кӑҫал район Акатуйне хӑйсем патӗнче ирттерме ҫӗнсе илнӗ май тивӗҫнӗ. Клуба тума 1,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Элтепер килнӗ ҫӗре ял ҫыннисем хӑйсем туса илекен апат-ҫимӗҫ куравне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев вырӑнта туса илекен чикӗ леш енчен кӳрсе илекеннинчен кая мар тесе хакланӑ.
Унтан Элтепер «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмне ҫитнӗ, вырма ӗҫӗпе паллашнӑ. Тухӑҫ гектар пуҫне 45 центнер таран тухать иккен.
__Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи__ __Мӑн Чӑкӑрта__ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. Вӑл таврари виҫӗ ял: __Мӑн Чӑкӑр__, __Саратакасси__, __Ҫырмапуҫ__ — халӑхне тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳмелле. Михаил Игнатьев ял ҫыннисемпе те яланхиллех калаҫнӑ.
Унтан республикӑн ертӳҫи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикине ҫитнӗ. Ӗҫли-ӗҫлеми пурӑннӑ предприятие ҫармӑссен предприятийӗ туяннӑ та ӗҫлеттерсе янӑ. Халӗ унта 21 кайӑк-кӗшӗк вити ӗҫлет. Тата тепӗр пиллӗк хута яма хатӗрлеҫҫӗ. Мӗнпур птичниксене, вӗсем пӗтӗмпе 54, юсаса ҫӗнетсен фабрика хӑвачӗ талӑкра 19 пин тоннӑпа танлашмалла.
Элтеперӗн тӑван районӗнчи ҫулҫӳревне ял старостисемпе ирттернӗ канашлу вӗҫленӗ. Районти 172 ялта 184 староста. Вӗсенчен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ — пенсионерсем. Чи аслӑ староста — 87-ре. Тӗлпулура район администрацийӗн социаллӑ экономика кӑтартӑвӗ пирки райадминистраци пуҫлӑхӗ Георгий Егоров доклад тунӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2826701|**Сӑнсем**__ (37)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |