__Шупашкарти__ «йӑрӑм ҫулсене» («зебрӑсене») ҫӗнӗ технологипе килӗшӳллӗн тума пуҫлӗҫ. Шурӑскер малашне сарӑ пулӗ. «Зебрӑн» тӗсӗ кӑна мар, материалӗ те улшӑнӗ.
Унччен усӑ курнӑ сӑрӑ вырӑнне термо- тата сивӗ пластикпа усӑ курӗҫ. Вӑл ҫанталӑк тӑрук улшӑннине лайӑх чӑтать. Ку кӑна мар. Ҫак материалӑн 30% — кантӑк хӑмпӑсем. Ҫакна пула вӑл «тимӗр урхамахӑн» фара ҫутипе йӑлтӑртама тытӑнать.
Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса 50 «йӑрӑм ҫула» улӑштарма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку сӑнав. Ҫӗнӗ технологи ҫирӗплӗхне хӗлле тӗрӗслеме май пулӗ. Ун чухне ҫанталӑк сивӗ, «тимӗр урхамахсем» те шинисене улӑштараҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |