Юнашарах вырнаҫнӑ пулин те __Ҫӗрпӳ__ хулин 2-мӗш шкулӑн ҫурчӗсем иккӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та шай ҫавсене ҫыхӑнтаракан, пӗр ҫуртран теприне каҫма май паракан переход купалаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума пурӗ 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫсем унта епле пынине утӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пырса тӗрӗсленӗ. Хушма ҫурта «Эльбрус» ТМЯП хӑпартать. Ӗҫе вӗсем ҫурлан 15-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн. Сергей Артамонов ҫурта вӑхӑтра туса ҫитермелли пирки каланӑ, унсӑр пуҫне вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен ҫумри лаптӑка та хӑт кӗртмелле.
Ҫӗрпӳсем строительсен ӗҫне тӗрӗслеме ятарлӑ организацие те явӑҫтарнӑ — «НН-стройконтроль» ТМЯП ҫурта тӗрӗс хӑпартнине пӑхса тӑрӗ. Вӗсем кӑлтӑксене те тупма ӗлкернӗ имӗш, ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетме хушнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |