Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, __Шупашкар__ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ.
Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ.
Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |