Чӑваш Енри пилӗк муниципалитет пӗрлешӗвӗ Раҫҫейӗн монохулисен йышне кӗнӗ. Сӑмах май каласан, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑ. Хӑш хула хӑш ушкӑна кӗрессине ҫулталӑкра пӗрререн кая мар палӑртӗҫ.
Уйрӑмах кӑткӑс лару-тӑруллӑ хуласен шутне 75 монохулана кӗртнӗ. Ку йыша __Канаш__ лекнӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланма пултараканнисен ушкӑнӗнчи 149 хулара йышӗнче — __Улатӑр__, __Ҫӗмӗрле__, __Сӗнтӗрвӑрри__. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫҫисен шутӗнче — 89 хула. Кунта __Ҫӗнӗ Шупашкар__ кӗнӗ.
Сӑмах май каласан, монохуласене палӑртассин йӗркине ҫӗршыв Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ылмаштарнӑ. Монохула текеннинче виҫӗ пин ҫын ытла пурӑнмалла. Хулан экономикинче тӗп вырӑн йышӑнакан предприятире хулари мӗнпур организацире ӗҫлекенсенчен сахалтан та 20 проценчӗ ӗҫлемелле. Монохулара ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем кӑлармалла тата (е) промышленноҫ продукцине тирпейлемелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |