Ҫурлан 3-мӗшӗнче __Канаш__ хули ҫуралнӑ кунне тата чукун ҫул ӗҫченӗсен уявне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, ЧР строительство министрӗ Олег Марков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ __Анатолий Аксаков__, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Вячеслав Александров килнӗ. Ҫавӑн пекех уява Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Чулхула чукун ҫулӗн Канаш станцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Георгиев, Канаш тата Тӑвай епископӗ Стефан хутшӑннӑ.
Олег Марков Чӑваш Ен Элтеперӗн __Михаил Игнатьевӑн__ саламне вуланӑ. Михаил Васильевич ҫырура Канаш республикӑн транспорт центрӗ пулнине, кунти халӑхӑн пурнӑҫӗ чукун ҫул магистралӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ.
Канаш — республикӑри пысӑк хуласенчен пӗри. Вӑл республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвне самай витӗм кӳрет. Кунта ҫуртсем, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, инженери тата транспорт инфратытӑмӗ ҫӗнелет, инвестици климачӗ лайӑхланать, ача ҫураласси ӳсет. Пӗр сӑмахпа — канашсен мухтанмалли пурах. Канаш монохуласен йышне те кӗнӗ ав. Ӑна аталантарас тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Инна Карзакова, Маргарита Григорьева, Татьяна Суфирова, Светлана Нуриева ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Александр Николаев «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» тулли мар яваплӑ общество президенчӗн тавне тивӗҫнӗ.
Унтан «Пире кӗвӗ пӗрлештерчӗ» программа пуҫланнӑ. Унта __Хусанти__ Ольгӑпа Виктор Киреевсем, __Шупашкарти__ Андрей Макаров тата __Канашри__ солистсем хутшӑннӑ. Уява чӑваш эстрада юрӑҫисене те чӗннӗ.
Хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗсем ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат куравне йӗркеленӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=61&type=main&id=2827689|**Сӑнсем**__ (69)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |