__Елчӗк районӗнчи__ __Кӗҫӗн Таяпа__ ял администрацийӗн чи пысӑк та ҫутӑ кӗтесне вулавӑш валли уйӑрни пирки пӗлтерет «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат. «Юмах тӗнчинче», «Ӗмӗр манми ҫӗнтерӳ», «Юратнӑ енӗм, Елчӗк ен», «Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкар» чӑвашла ҫырнӑ стендсен ячӗсем вулавӑша пуянлӑх сӗмӗ кӗртсе алӑк уратинченех хӑйсем патне туртаҫҫӗ иккен унта. «Чӑвашла кунта, йӑлтах чӑвашла Елчӗк тӑрӑхӗнче. Тӑван чӗлхене хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ», — пӗтӗмлетнӗ вӑл тӑрӑхра пулнӑ хаҫатҫӑ. Пӗр кӗтесе вырнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑх тумӗллӗ пуканесенчен куҫа илме ҫук-мӗн. Вӑййа тухмалли аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, умне шурӑ саппун ҫакнӑ чӑваш хӗрӗ те, пуян ҫи-пуҫлӑ чикан майри те пур кунта. Хӗрачасем ҫитӗннӗ май выляма пӑрахнӑ кивӗ пуканесене чун кӗртекенӗсем — вулакансем. Вӗсем «Ӑстапи» кружока ҫӳреҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑт тупса тӗрлеҫҫӗ те, ҫыхаҫҫӗ те. Ӑна Светлана Агеева библиотекарь ертсе пырать. Йӗри-тавра — ешерекен хитре чечексем, чӑваш тӗррисем иккен...
«Ӑҫта мӗнле пулӗ, пирӗн ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансем пур. Ачасем библиотекӑран тухма пӗлмеҫҫӗ. Хуларан асламӑшӗ, кукамӑшӗ патне канма килнисем ҫӑвӗпех кӗнеке йӑтаҫҫӗ. Каникул вӑхӑтӗнче вулама панӑ литературӑна шӗкӗлчеҫҫӗ. Вӗсене кирли йӑлтах пур пирӗн. Интернета та кӗрееҫҫӗ», — тесе ӗнентерет иккен библиотекарь.
Чӑвашла тухакан мӗнпур хаҫат-журнал килсе тӑрать иккен унти вулавӑша.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |