ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, __Хӗрлӗ Чутай районӗн__ культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов юрӑпа поэзин Пӗтӗм Раҫҫейри Фатьянов ячӗллӗ фестивальне хутшӑннӑ. Ӑна 1974 ҫултанпа Вязники хулинче ҫулсеренех иртереҫҫӗ иккен.
Икӗ куна пынӑ уявра куравсем ӗҫленӗ, хор тата фольклор коллективӗсем концерт кӑтартнӑ, асфальт ҫинчи ӳкерчӗксен конкурсӗ, ташӑ каҫӗ иртнӗ иккен.
Пӗрремӗш кунхи концертсене микрорайонсенчи пысӑках мар лапамсенче йӗркеленӗ. Уявӑн тӗп мероприятине хулара ятарласа хатӗрленӗ «Хӗвеллӗ уҫланкӑра» йӗркеленӗ. Пысӑк концерта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ. Александр Самсонов паллӑ поэтӑн сӑввисене тӗпе хурса ҫырнӑ юрӑсене — «Ничего не говорила», «Хвастать, милая, не стану», «Когда весна придет, не знаю», «Потому что мы пилоты», «Где же вы теперь, друзья-однополчане?» — шӑрантарнӑ тесе хыпарланӑ «Хыпар» хаҫат.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |