__Вӑрнар районӗнчи__ __Кивьял Хапӑс__ ялӗнчи халӑх ҫуртсене газ кӗртсе парасса 10 ҫул кӗтет. 2003 ҫулта Уй урамӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт хӑпартмашкӑн 17 лаптӑк уйӑрнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, кирлӗ коммуникацисене ҫитес вӑхӑтра туса пӗтермелле пулнӑ.
Анчах вӑхӑт иртнӗ. 10 ҫул хыҫа юлнӑ. Ялтан инҫех мар Горгазӑн филаилӗ вырнаҫнӑ пулин те газ вара халӗ те ҫук.
Алина Савельева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем халӗ те (тӗнче газпа ӑшӑнса пурӑннӑ вӑхӑтра!) кӑмака хутса пӳрт ӑшӑтаҫҫӗ. Пӳрт пысӑк. Ӑна вутӑпа хутса ҫитерме те ҫук.
Халӗ Уй урамӗнче нумай ачаллӑ 3 ҫемье пурӑнать. Тепӗр 7-шӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ. 7 ҫемье вара коммуникаци ҫукран пурӑнма куҫман.
Ҫынсем ял тӑрӑхӗн, район администрацийӗсене ҫитнӗ — усcи ҫук. Тӳре-шара газ пуласса шантарать те…
Нумаях пулмасть урама ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑтмалли приборсемпе пысӑк ҫурта ӑшӑтнин усси ҫук. Анчах, халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫутӑшӑн нумай тӳлеме тивет-мӗн. Мӗншӗнне хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.
__Упнер ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, газификаци валли документсем хатӗрлемешкӗн укҫа чылай вӑхӑт тупайман-мӗн. Кӑҫал хыснара кун валли 195 пин тенкӗ пурах иккен. Унпа проекта хатӗрлӗҫ те конкурс ирттерӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |