__Комсомольски районӗнчи__ __Асанкасси__ ялӗнче пурӑнакан Надежда Спиридоновна Леонтьева ҫурлан 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Кинемее саламламашкӑн тӳре-шара килнӗ.
Надежда Спиридоновнӑн ҫемйи пысӑк пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Надежда Спиридоновна тӑватӑ класс пӗтерсен килти хуҫалӑхра ӗҫленӗ, унтан Ульянов ячӗллӗ колхоз бригадинче вӑй хунӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Надежда Спиридоновна Иваново облаҫӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ те. Ӑна 1994 ҫулта Тутар Республикин Хисеп грамотипе те чысланӑ.
Вӑрҫӑ пӗтсен салтаксем фронтран таврӑннӑ. Надежда Спиридоновнӑн ҫемйи вара пӗр ывӑлне кӗтсе илеймен. Вӑл 1944 ҫулта пуҫ хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Надежда Спиридоновна колхозра ӗҫленӗ.
Шел те, вӑл ҫемье ҫавӑрман. Унпа тантӑш каччӑсенчен чылайӑшӗ вӑрҫӑран таврӑнман. Надежда Спиридоновна вара хӑйӗнчен ҫӑмрӑкраххине качча тухман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |