Правӑна сыхлакан республикӑри органсем __Шупашкар районӗнчи__ __Лапсар ял тӑрӑхне__ кӗрекен __Вӑрманкас__ ялӗнче пурӑннӑ арҫын следстви изоляторӗнче вилнӗ фактпа тӗпчев ирттереҫҫӗ.
34-ри вӑйпиттие пӗр ял ҫыннине вӗлересле хӗненӗ тесе шухӑшланӑран тытса пынӑ. Усал ӗҫӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче хайхин тӑван ялӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскерсем, виҫӗ арҫын, теприне, 1972-мӗш ҫулта ҫуралнине хытах ислетнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах лешӗ унта куҫне хупнӑ. Вилмеллех хӗненӗ тесе шухӑшланипе виҫӗ арҫынна, ҫавсен шутӗнче 34-ри те пулнӑ, тытса чарнӑ. Вӗсем пирки Лапсар ял тӑрӑхӗнче эрех ӗҫме юратакансем тесе калаҫаҫҫӗ иккен.
Следстви изоляторӗнче ҫӗркаҫ 34-ри арҫын вилсе кайнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла вӑл хӑйне начар туйни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ун патне васкавлӑ пулӑшу бригадине чӗннӗ-мӗн. Шурӑ халатлисем «эрехе ылмаштарнин палли, психиоти умӗнчи тӑрӑм, станционарти пулӑшу кирлӗ мар» тесе диагноз лартнӑ. Тепӗр икӗ сехет иртсен лешӗ хӑйне каллех начар туйнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн арҫынна республикӑри наркологи диспансерне илсе кайнӑ. Унта медицина пулӑшӑвӗ панӑ пулать те каялла следстви изоляторне янӑ. Каҫхине арҫыннӑн тӑрӑмӗ тепӗр хут начарланнӑ. Изолятор ӗҫченӗсем ҫийӗнчех васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ тесе калаҫҫӗ-мӗн. Анчах тухтӑрсем киличчен вӑл вилсе кайнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |