Пурте мар-ха. Хӑшӗсем. Сӗт хакне Ял хуҫалӑх министерствинче ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта сӗте ял ҫыннисенчен пухакансене пуҫтарнӑ. Анчах пурте пыман иккен.
Халӑхран сӗт пуҫтаракансем йӳнӗ тӳлени пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫма тытӑнчӗҫ. Ку ыйтӑва районсене тухса ҫӳренӗ май республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ та тӑтӑшах хускатать. Вӑл литрне 13 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянмалла мар тесе те каланӑччӗ. Хальлӗхе сӗт хакӗ — 10 тенкӗрен тытӑнса 13 тенкӗ таран.
Сӗт хакӗ чылай чух нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса йӳнелме пуҫлать. Ку вӑхӑтра ӗнесем пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те сӗт паракансем нумайланаҫҫӗ.
Халӑхран туянакан тата тирпейлекенсем туянакан хак хушшинче уйрӑмлӑхӗ 4 тенке ҫитет иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара услама литр пуҫне 50–70 пус хӑварсан та ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать.
Сӗте халӑхран йӳнӗрехпе пухакансем хӑйсем ытларах услам тӑвасшӑн ҫуннине тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ иккен-ха. __Етӗрне районӗнчи__ «Сареевское» общество ертӳҫи Сергей Сапожников хӑйсен районӗнче сӗт пухакансенчен 6 организаци кӑна официаллӑ ӗҫлет имӗш, тепӗр вуннӑшӗ — официаллӑ мар.
Пӗтӗмпе республикӑра тирпейлекен 200-е яхӑн организаци ӗҫлет, ҫав шутра уйрӑм усламҫӑсемпе потребитель кооперативӗсем, ял хуҫалӑх организацийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Кунсерен халӑхран 400 ытла тонна сӗт пухаҫҫӗ, ку вӑл республикӑра туса илекен сӗтӗн 30 процентне яхӑн шутланать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |