«__Элӗк районӗнчи__ агиткультбригадӑпа художество пултарулӑхӗн коллективӗсем ҫынсене туслаштарма, ҫуралнӑ кӗтесе юратма, ялӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑнтарма пулӑшаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче.
Нумаях пулмасть, акӑ, «Валинкке» фольклор ансамблӗ __Шуркасси Юнтапа ял тӑрӑхне__ крекен __Тавӑшкасси__ ял уявне тухса кайнӑ. Ушкӑн ял ҫыннисене хӑйӗн репертуарӗнчи пӗччен тата ушкӑнпа юрлакан номерсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнӑ.
«Пӗчӗк йышлӑ тата район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялта пурӑнакансем валли — культура ӑстисем» музыка проектне пурнӑҫа кӗртсе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчи районти агиткультбригадӑпа ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культура центрӗн коллективӗсем пӗр кун __Янкурас__ ял уявне хутшӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ушкӑнсем хушшинче маларах асӑннӑ «Валинкке» фольклор ансамблӗ, ветерансен «Ветеран» хорӗ, «Элӗк ен» эстрада ансамблӗ пулнӑ.
Ҫак шӑматкун вара районти юрӑ-ташӑ ӑстисем __Тукач__ ялӗнче пурӑнакансем патне ҫитӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |