Шел те, Шупашкарти 40 ҫулти арҫын __Шупашкар районӗнчи__ __Етӗрнекассинче__ пурӑнакан ашшӗ-амӑшне савӑнтармах тӑрӑшман. Ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче вӑл, ӳсӗрскер, киле пырсах ҫапӑҫса тухса кайнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшӗпе арҫын виҫӗ преступлени тунӑ тесе пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче: хӗненӗ, сывлӑха вӑтам йывӑрлӑхлӑ сиен кӳнӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫме пуҫланӑскер амӑшне вут пуленккипе персе унӑн чӗркуҫҫине ыратарнӑ, ашшӗ енне мрамор татӑкӗ илсе ывӑтнӑ, анчах лешӗ пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ. Ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ май «Эпӗ сана вӗлеретӗп. Сирӗн вырӑн ҫӑва ҫинче!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Ашшӗпе-амӑшне сӗрӗмпе вилетӗр тесе те хӑратнӑ. Унтан тӗпелтен вӑл ашшӗне пуҫӗнчен тата кӑкӑрӗнчен чышкӑпа янлаттарнӑ. Алӑри хутаҫӗпе (унта апат-ҫимӗҫ тата эрех кӗленчи пулнӑ) те ҫапса панӑ вӑл пуҫран. Кун хыҫҫӑн ашшӗ урайне йӑтӑнса аннӑ.
Ывӑлӗ ашшӗне «тӑн кӗртнӗ» хушӑра амӑшӗ йӗрке хуралҫисене чӗнме ӗлкӗрнӗ. Лешсем пырса кӗрсе ҫапӑҫакана лӑплантарнӑ, ватӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Судра хӗрӗхри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑнса 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха ирӗке хӗсме йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |