Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ паян пресс-конференци ирттернӗ. Унта федераци, регион, район тата хула шайӗнчи 46 массӑллӑ информаци хатӗрӗ хутшӑннӑ. Умсӑмахӗнче Элтепер республикӑна ертсе пыма пуҫланӑ малтанхи кунранах ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Ку шута вӑл тивӗҫлӗ тӳлекен ӗҫ вырӑнне те, пурӑнма хӑтлӑ вырӑн кирлине те, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхассине те кӗртнӗ. Ку енӗпе республика влаҫӗсем тӑватӑ ҫул тӑрӑшнине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Шухӑшланинчен хӑшне утма май килнине, хӑшне май килменнине пытарман вӑл. Унсӑр пуҫне пурнӑҫламалли тата нумаййине те палӑртнӑ.
Журналистсемпе икӗ сехет калҫнӑ хушӑра вӑл 32 ыйтӑва хуравланӑ. Пресс-конференцин видео-версине Чӑваш наци телекуравӗ паян кӑтартнӑ. «Раҫҫей 1» телеканалпа ӑна ҫурлан 10-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра паллашма май килӗ, «Раҫҫей 24» телеканалпа ҫав кун — 19 сехет те 30 минутра. Пресс-конференцин аудиоверсине Чӑваш наци радиовӗ паян пӗрре янӑратнӑ, ҫурлан 9-мӗшӗнче 19 сехетре тепре итлеме май килӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2830696|**Сӑнсем**__ (35)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |