Тӑвай районне илсен экономикӑра инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ секторсем шутне ҫурт-йӗр тӑвассине, ял хуҫалӑхӗ, промышленность, туристпа рекреаци зонисене кӗртеҫҫӗ. Туризм тенӗрен, ял туризмӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха ялта канма йышӑннине пӗлтерет. __Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗнче__ ӑна Сергей Дмитрий аталантарать. Хӑйӗн укҫине хывса вӑл 19 гектар «Упа кӗтесӗ» ял хуҫалӑхӗпе туризм бази йӗркеленӗ. Ӑна йӗркелеме 25 миллион тенкӗ кирлӗ.
Сергей Николаевич — художник вӗренни тӑрӑх та, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ те пур енӗпе. Пӗчӗкренех вӑл йывӑҫ япаласем хатӗрлессипе кӑсӑкланнӑ. Хӑйех пӗчӗк архитектура формисем: ярӑнмаллисем, канмалли вырӑнсем, ҫӑлсем, ача-пӑча лаптӑкӗсем тата ыттисем хатӗрлет. Уншӑн кашни туратпа тӗм усӑллӑ материал.
Чӑваш халӑхӗн ҫурт-йӗр тӑвассин йӑли-йӗркине пӑхӑнса хӑтлӑ пӳртсем туса лартнӑ. Ҫынсене хӑнана йышӑнма мӗнпур услови туса панӑ. Вӗлле хурчӗ те тытать. Туристсене валли мунча та туса лартнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2830398|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |