Республикӑри ялсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уява пухӑнаҫҫӗ, пӗрле савӑнаҫҫӗ. Ав, нумаях пулмасть __Вӑрмар районӗнчи__ __Чӗкету__ ял уявне паллӑ тунӑ.
Кӑҫалхипе уяв пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Мероприятие ял-йышпах хатӗрленнӗ, сценӑпа лапама илемлетнӗ. Ҫак кун чӗкетусем пысӑк сӗтел хатӗрленӗ, ял халӑхӗпе хӑнасем ун хушшине ларса сӑйланнӑ.
Уява __Вӑрмарти__ вулавӑш библиотекарӗ, __Чӗкетура__ ҫуралса ӳснӗ Римма Иванова уҫнӑ, вӑлах мероприятие ертсе пынӑ.
__Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Владимир Борцов Чӗкету туслӑ ялсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ, уйрӑмах хастар ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Шупашкартан ҫитнӗ чӑваш эстрада артисчӗсем хаваслӑ юрри-ташшипе халӑх кӑмӑлне ҫӗкленӗ.
Чи вӑйлисем, чи маттуррисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Халӑх уявра тахҫанчченех савӑннӑ, килӗсене кайма васкаман. Мероприяти каҫхине ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |