Ӗнер Раҫҫей правительстви хӑйне хирӗҫ санкцисем тӑратнӑ патшалӑхсенчен ытларахӑшне хирӗҫ хурав хатӗрленӗ — хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Вӗсен шутне ӗне ашӗпе сысна ашӗ, тӗрлӗ ҫимӗҫсем, чӑх ашӗ, чӑкӑт, сӗтрен хатӗрлекеннисем кӗнӗ. Ҫӑк апат-ҫимӗҫе Европа пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑхсенчен, АПШ-ран, Австралирен, Канадӑран тата Норвегинчен кӳрме чарнӑ.
Ӗнерех ҫак ыйту тавра ял хуҫалӑх министрӗ __Николай Фёдоров__ журналистсемпе кӗске калаҫу ирттернӗ. «Паян пӗлтернӗ йышӑнусем ни вӑтам вӑхӑт тӑршшӗнче, ни малашнехинче инфляци ҫине япӑх витӗм кӳрессине курмастпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра кӗске хушӑра хаксем хӑпарма пултарӗҫ имӗш — ку яланхилле кӑмӑл-туйӑмпа тата психологипе кӑна ҫыхӑннӑ. Хаксем инфляцие хӑпартса ярассине Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ курмасть.
Николай Васильевич шухӑшӗпе ку йышӑнусем федерацири ял хуҫалӑха пулӑшӗҫ кӑна — ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче 281 миллиард тенкӗ ытларах апат-ҫимӗҫ туса илме пултарӗҫ.
Хӑш-пӗр эксперт шухӑшӗпе вара ӗнерхи йышӑнусем хаксене кӑна хӑпартма пултарӗҫ. Апат-ҫимӗҫ туса илесси вӗсен шучӗпе ҫавах ӳсмӗ — калӑпӑша ӳстерес тесен ял хуҫалӑхне нумай укҫа-тенкӗ хывмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |