Физкультурниксен кунӗ умӗн __Вӑрнар__ поселокӗнче «Кристалл» пӑр катокӗ уҫӑлнӑ.
Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, ЧР Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗ Николай Малов, ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников хутшӑннӑ. Михаил Васильевич пӑр катокӗ спортӑн хӗллехи тӗсӗсене аталанма пулӑшасса шанать. Ӑна хута ямашкӑн 135 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Йӑлтах — ачасемшӗн, ҫамрӑксемшӗн, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн. Элтепер кунта ветерансем те сывлӑхне ҫирӗплетме килессе шанать.
Катока 2012 ҫул вӗҫӗнче тума тытӑннӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 1800 тӑваткал метр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан кунта хоккей тата эрешлесе ярӑнакансен уйрӑмӗсене уҫма палӑртнӑ. Секцисене Вӑрнар районӗнчи ачасем кӑна мар, ҫывӑхри районсенчисем те ҫӳреме пултарӗҫ.
Пӑр ҫине пӗрремӗш республикӑри хоккей воститанникӗсем, «Спартак» спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тухнӑ. «Сокол — 2001» команда вара хоккей вылянӑ. Ыран вара, Пӗрлехи спорт кунӗнче, катока конькипе ярӑнма юратакансене чӗнеҫҫӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2831451|**Сӑнсем**__ (36)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |