РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑхсем хушшинче иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвне __Шупашкарта__ ирттерме йышӑнса Хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫурлан 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
— Пирӗн тӗллев — ҫак мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттересси, малашне хушма инвестицисем илсе спорт инфратытӑмне аталантарасси, — тенӗ Михаил Васильевич.
Канашлу Чӑваш Енре кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 9–11-мӗшӗсенче иртӗ. Халӗ республикӑра Раҫҫейри пысӑк, пӗлтерӗшлӗ мероприятие — «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвне — хатӗрленме тытӑннӑ.
Канашлу иртнӗ кунсенче Чӑваш Ене Раҫҫей правительствин пайташӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, министерство тата спорт управленийӗн ертӳҫисем, регионсен пуҫлӑхӗсем, Олимп комитечӗн, спорт федерацийӗсен элчисем, пысӑк компанисен директорӗсем, спорт «ҫӑлтӑрӗсем» килӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |