__Красноармейски районне__ кӗрекен __Тӑватпӳрт__ ялӗ пысӑках мар. Унта 35 ҫурт ҫеҫ, вӗсенче 29 ҫын пурӑнать. Ытларахӑшӗ — тивӗҫлӗ канурисем, ӗҫ ветеранӗсем. Ял илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпах-и кунта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем, халӗ хулара пурӑнаканскерсем, ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Пӗчӗк ялта лавкка та ҫук. Эрнере икӗ хут автолавкка килет, халӑха таварпа тивӗҫтерет.
Ялта ҫын сахал, апла пулсан та вӗсем туслӑ. Тӑватпӳртсем ҫулсерен ял уявне пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ. Ҫак кун Вӑрман урамӗнчи хурӑнсемпе йӑмрасем ҫывӑхӗнче уяв валли лапам хатӗрленӗ.
Уява __Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Полина Николаева, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Суховетрюк, Ветерансен канашӗн председателӗ Иван Ильин тата культура ӗҫченӗсем килнӗ. Вӗсем халӑха саламланӑ, тулӑх пурнӑҫ суннӑ. Культура ӗҫченӗсем Илья Степанов композитор купӑс каланӑ май юрӑсем шӑрантарнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=67&type=news&id=2828426|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |