__Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Тӑван__ ялӗнче ӗнер регионсем хушшинче иртнӗ «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Аса илмешкӗн: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, __Мӑн Ҫавал__ пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Юханшыв республикӑри 6 районта юхса иртет, унтан __Атӑла__ кӗрет. Туслӑх фестивалӗ халӑх йӑлине сыхласа хӑварма пулӑшать.
Кӑҫалхи фестиваль программи пуян пулнӑ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, Тӑван ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Савельев тухса калаҫнӑ, халӑха пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Тӳре-шара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем унчченхи йӑла-йӗркене тавӑрма талпӑннине палӑртнӑ.
Уяв вӑхӑтӗнче алӗҫ ӑстисен куравӗ йӗркеленнӗ. Хӑнасене ӗлӗкхи чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан этнографи ялӗ кӑсӑклантарнӑ. Фестиваль пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, туслӑха ҫирӗплетнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |