Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тетпӗр те, кӗрхи кун та питӗ яваплӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче тӗш тырӑ вырассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Паянхи куна илсен, __Елчӗк районӗнчи__ хресченсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫурри ытла ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май каласан, ытти районпа танлаштарсан вырма лаптӑкӗ вӗсен — пуринчен пысӑкки, 20,6 пине яхӑн.
Тӗш тырӑна ҫулса илессипе ҫавӑн пекех __Шӑмӑршӑ районӗ|Шӑмӑршӑ__, __Ҫӗмӗрле районӗ|Ҫӗмӗрле__, __Патӑрьел районӗ|Патӑрьел__ тата __Комсомольски районӗ|Комсомольски__ районӗсем малта пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте вырмалли лаптӑкран 30 ытла проценчӗ ҫинчен ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Тӗшӗленӗ лаптӑк тӑрӑх пӑхсан та маларах асӑннӑ районсем малтисен ретӗнче. Хыҫалта хальлӗхе __Улатӑр районӗ__ пырать. Ӗҫе вӑл 11,9 процент кӑна пурнӑҫланӑ.
Республикипе пӗтӗмӗшле илсен, тӗш тырӑна 75,8 пин гектар ҫинче тӗшӗленӗ, ку вӑл 27,3 процент тенине пӗлтерет.
Оперативлӑ кӑтартусем тӑрӑх пӑхсан, тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,4 центнера ларать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |