__Канаш районӗнчи__ __Пайкилт__ ял тӑрӑхӗн ҫыннисем хӑйӑра саккунсӑр майпа кӑларни пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Документсемпе килӗшӳллӗн, ҫав вырӑнсенче ҫӗре нихӑҫан та чавман, ҫӗр пуянлӑхӗ пирки пӗлмен те. Министерство ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗслев ирттернӗ.
Ҫур ӗмӗр каялла кунта колхоз ветеранӗсен кану бази пулнӑ. Унтан ӑна ачасене панӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Спутник» лагерь ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗччен ӗҫленӗ. Унтан вырӑнти тӳре-шара ҫурт ванчӑкӗсемпе ялсенчи ҫул-йӗре сарнӑ. Халӑх ҫӑва ҫулне лайӑхлатма, шӑтӑк-путӑка пӗтерме ыйтнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, фундамента ҫӑва ҫулӗ ҫине сарнӑ. Хӑйӑр таран чавса ҫитсен вӑл та хута кайнӑ. Халӑх шухӑшӗпе, ӑна сутма тытӑннӑ.
40 соткӑна 2 метр тарӑнӑш чавнӑ, тӑм патне ҫитнӗ. Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, шӑтӑка якатса пушар тухсан усӑ курмалли пӗве тӑвасшӑн. Шухӑш лайӑх-ха, анчах официаллӑх пирки маннӑ. Хӑйӑр — ҫӗр пуянлӑхӗ, ӑна кӑлармашкӑн лицензи кирлӗ.
Кӑларнӑ хӑйӑр 1500 кубла метрпа танлашнӑ. Административлӑ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кунашкал тӗслӗх пӗлтӗр те пулнӑ. Министерство 7 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ав __Етӗрне районӗ|Етӗрне тӑрӑхӗнчи__ усламҫӑ хӑйӑр кӑларнӑшӑн 2 миллиона яхӑн тенкӗ штраф тӳленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |