Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Йӗпреҫ районӗнче шыв тасатмалли сооруженисем ӗҫлесе каймалла. Хальлӗхе ӗҫе 70 процент пурнӑҫланӑ.
Проекта пурнӑҫлама 160 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ӑна __Йӗпреҫ районне__ «Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрса панӑ. Хальлӗхе ҫак укҫан ҫуррине тӑкакланӑ.
Подрядчик ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал сооруженисем Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче те урӑх ҫук.
Вӗсене питӗ ҫирӗп кантӑк пластикран хатӗрленӗ. 50 ҫул ытла чӑтма пултараҫҫӗ. Паха тепӗр енӗ — сооружение ҫӗр айне вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакна пула ырӑ мар шӑршӑ та пулмӗ.
Ҫак сооруженисем витӗр кунсерен 1000 кубла метр шыв тухӗ. Унчченхи, 1979 ҫулта тунӑскер, ҫак ӗҫе пурнӑҫлаймасть ӗнтӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |