«Икӗ пуртӑ, ҫӗҫӗ, алӑ пӑчки тата... ӗмӗт! Чиркӳ хатӗр те», — шӳтлерех пӗтӗмлетет иккен __Вӑрмар районӗнчи__ __Энӗшпуҫӗнче__ пурӑнакан Николай Ильин. Вӑл ятарлӑ станоксӑр, алӑ туйӑм-сисӗм вӑйне кӑна шанса арман, чиркӳ, карап макечӗсене ӑсталать.
Николай Иванович шалти ӗҫсен тытӑмӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ, эксперт-криминалист пулнӑ. 2003 ҫулта амӑшӗ вилсен пӗччен тӑрса юлнӑ. Ним ӗҫ ҫукран тенӗ пек ҫав япаласене ӑсталама пикеннӗ. Районти чиркӳсенчен макет ӑсталаманни иккӗшӗ кӑна юлнӑ иккен. __Мӑнҫырмари__ чиркӗвӗн куполне пӗлтӗр ҫеҫ лартнӑран тӑхтаса тӑнӑ. Унпа тата __Пӑртасрипе__ кӑҫал ӗҫлеме пуҫласшӑн-мӗн вӑл.
Чиркӳ макечӗсене ӑста килӗнче тусанланса лармаҫҫӗ, кӳршӗ-аршӑ, пӗлӗшӗсем вӗсене ҫывӑх ҫыннисене, хурӑнташ-тӑванне парне пама илсе кайсах тӑраҫҫӗ иккен. Хӑйсен ялӗнчи Грецие качча тухнӑ пӗр хӗрарӑм хӑйсен ял чиркӗвӗн макетне инҫетри ҫав ҫӗршывах илсе кайнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |