__Чӑваш кӗнеке издательствинче__ Леонид Кавалсен «Уҫӑ урок» повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл аслӑ классенче вӗренекенсене кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. И.В. Алексеев художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке 2 пин тиражпа кун ҫути курнӑ.
Повеҫре педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ шкулта куллен сиксе тухакан кӗтмен ыйту хуравне тупма май парасса шанаҫҫӗ. Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ Японири пуянсен ачисене вӗрентекен интернатра ӗҫленӗскер ахаль шкулта ҫавӑн пек урок ирттерет. Анчах ҫакна пурте кӑмӑлласа йышӑнмаҫҫӗ.
Пьеса авторӗ — Леонид Макаров (Кавалсен) __Патӑрьелӗнчи__ педагогика училищинче вӗреннӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн филологи факультетне пӗтернӗ. __Патӑрьел районӗнчи__ __Аслӑ Арапуҫӗнчи__, __Вӑрмар районӗнчи__ __Кавалти__ вӑтам шкулсенче (1948-1961), режиссер ассистентӗнче, корреспондентра, Чӑваш телекуравӗн ял хуҫалӑх кӑларӑмӗсен, кинопрограммӑсен редакторӗнче (1962–1992) ӗҫленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |