__Патӑрьел районӗнче__ севок сухана пухса кӗртесси хӗрӳ пырать. Республикӑри кӑнтӑр районӗсенче ҫу иккӗмӗш ҫул типӗ иртсен ҫынсем севок лартмалли лаптӑка пысӑклатса пыраҫҫӗ.
Акӑ Алексей Перепелкин 5 ҫул севок лартса ӳстерет. Чи малтан 20 сотка ҫине акнӑ пулсан, халӗ — 18 гектар. Фермер кирлӗ техникӑна туяннӑ ӗнтӗ. Унӑн лаптӑкӗнче 100 ҫын ӗҫлет. Пурте — кӳршӗ ялсенчен.
Ӗҫе ҫӑмӑллатмашкӑн Валерий Малюков севока тасатакан «параппан» шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл трактор пулӑшнипе ӗҫлет. Техника пулӑшнипе пысӑк тухӑҫлӑ ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ.
Севока витрене пуҫтараҫҫӗ те параппана яраҫҫӗ. Унччен ҫак ӗҫе йӑлтах алӑпа тунӑ. Унтан ятарлӑ аппарат сухана сортсем ҫине уйӑрать. Ҫумӑр сахал ҫунӑран севокӑн пӗр пайне шӑварма тивнӗ. Ҫитес ҫул шӑвармалли лаптӑка пысӑклатасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |