Паян ирхине __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ тӗтре карса илнӗ. Спутник хулари хӑш-пӗр районта тӑвар йӳҫекӗн шӑрши кӗнӗ. Хлороводород ирӗлчӗкӗн пӑсӗ сывлӑша «Химпромри» пӗчӗк пӑтӑрмаха пула тухнӑ.
Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Ҫӗнӗ Шупашкаршӑн тата ҫывӑхри ялсемшӗн хӑрушӑ мар. Тӑвар йӳҫекӗн пӑсӗ хулара сарӑлма ӗлкӗреймен — ҫил ҫукран савут ҫывӑхӗнчех ҫӗр ҫине ларнӑ.
Паян заводра юсав ӗҫӗсем иртнӗ вӑхӑтра продукт юлашкийӗ кӑштах тӑкӑннӑ, ҫавна май тӑвар йӳҫӗкӗ пулнӑ. Вӑл вара тӗтре евӗр урама тухнӑ. Промышленноҫпа санитари лабораторийӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, завод тата ун ҫывӑхӗнчи территорире сиенлӗ япалсем нормӑран ытла мар. «Химпром» ӗҫченӗсем те хӑрушлӑхра мар. Цехсемпе производствӑсем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |