Кирек мӗн те — ҫын-и вӑл е предприяти-и — хӑйӗн кун-ҫулӗпе пуян. Авалхи ӳкерчӗксене пӑхса иртнине аса илме уйрӑмах кӑмӑллӑ. __Муркаш районӗнчи__ __Ильинкӑри__ кану ҫурчӗ те кун-ҫулӗпе мухтанма пултарать. «Ҫурта 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чӑвашстрахкассӑн укҫи-тенкипе ӗҫлеттерсе янӑ. Кану ҫурчӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗччен тытӑнса тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Ильинский» кану ҫурчӗ правительство пӗлтерӗшне тивӗҫнӗ. 30-мӗш ҫулсенче канакансем кану ҫурчӗн сарлака та илемлӗ аллейисем тӑрӑх ҫӳреме юратнӑ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ тӑрӑхри Е. Таймаскина вӗрентекенпе С. Яртеева шкул ачи.
Кану ҫурчӗ йӗри-тавра ешӗл вӑрман кашланӑ. Инҫех мар ҫамрӑк юманлӑх ешернӗ. Ӑна XIX ӗмӗрте паллӑ вӑрманҫӑ, ӑсчах Б. Гузовский лартнӑ. Ватӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кану ҫуртӗнче Мускаври правительство тӳри-шарин ҫемйисем ҫулталӑкӗпех пурӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен __Леонид Агаков__ ҫыравҫӑ «Салтак ачисем» повеҫре ҫырса кӑтартнӑ-мӗн.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн совет халӑхӗ кану ҫуртне канма ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫамрӑксем гитарӑпа юрлама юратнӑ. Канма унта пынисем баянпа аккордеон кӗввипе юрласа ташланӑ.
Чи чаплӑ, пӗлтерӗшлӗ мероприятисем Атӑл хӗрринче иртнӗ. Хӑнасене теплоходсем ҫинчен яланах ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Канакансене кӗтсе илекенӗ ҫав тӑрӑхри паллӑ фотограф Зоя Горшкова пулнӑ. Вӑл яланах чӑваш тумне тӑхӑннӑ. Теплоходсем ҫинчен анакансем яланах унпа пӗрле сӑн ӳкерӗнме тӑрӑшнӑ иккен.
Унчченхи кану ҫурчӗ вырӑнӗнче халӗ — ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерь. Ячӗ кӑна улшӑнмасӑр юлнӑ — «Ильинский».
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=421&type=main&id=2804964|**Сӑнсем**__ (2)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |