Тӗнче поэзийӗнче сумлӑ ят ҫӗнсе илнӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫ __Геннадий Айхи__ ҫуралнӑранпа ҫурлан 21-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫав чӑваш литературӑна ҫӗнӗ сывлӑш кӗртнӗ. Раҫҫейре ӑна перестройка текен самана вӑхӑтӗнче кӑна пичетлеме тытӑннӑ, тӗнчере вара ӑна тахҫанах авангардист-сӑвӑҫ евӗр пӗлнӗ.
Юбилей тӗлне республикӑра кӑҫал ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 19–28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче поэта асӑнса «Г. Айхин литература картти» курав йӗркеленӗччӗ. Шкул ачисем валли ун чухне информаци сехечӗсем те иртнӗччӗ. Айхин пултарулӑхне хаклакансем пушӑн 29–30-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗнче «ГолосА» сӑвӑ фестивальне пухӑннӑччӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Чӑваш наиц музейӗ «Айхин литературӑри ҫулҫӳревне» йыхравлать. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Айхин художество тӗнчен хӑйне евӗрлӗхне халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулмалла. Унпа пӗр вӑхӑтрах Наци вулавӑшӗ «Г. Айхин сӳнми ҫути» курав уҫӗ.
Атнер Хусанкайпа Ева Лисина пуҫарнӑ Геннадий Айхи ячӗллӗ фонд тӗрлӗ проект йӗркелесшӗн. Юпан 19-мӗшӗнче куҫаруҫӑ-сӑвӑҫсен семинар-симпозиумне пухасшӑн, ҫав уйӑхӑн 20-мӗшӗнче — Айхин «Мир Сильвии» кӗнекине 13 чӗлхепе хӑтлӗҫ, 21-мӗшӗнче — Айхин музейне тата унӑн вил тӑпри ҫине ҫитсе килесшӗн. Юбилея халалласа ытти мероприяти те ҫулталӑк тӑршшӗпех иртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |