Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Анатолий Григорьевпа тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн ертӳҫисемпе курнӑҫнӑ.
Тӗлпулура ҫитес ҫул Мускавра Культура тата Литература ҫулталӑкне халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫал та ахаль лармӗҫ. Юпа уйӑхӗнче __Геннадий Айхи__ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ йӗркелӗҫ. Унта пултарулӑх интеллигенцине, ҫав шутра Раҫҫей тата Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсене чӗнесшӗн. Тата, паллах, — поэтӑн юлташӗсемпе тӑванӗсене.
Ҫичӗ чӗлхепе кӑларнӑ «Нарспи» кӗнекене 2015 ҫулхи нарӑсра Константин Иванов классик ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ.
Мускавра ҫулсерен иртекен наци культурисен «Раҫҫейӗн нумай тӗсӗ» фестивальне ҫӗртме уйӑхӗнче чӑваш культурине пуҫӗпех халалласшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |