Ҫурлан 14-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ __Михаил Игнатьев__ Кӑркӑстанӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Болот Джунусовпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, ЧР экономика министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Инна Антонова хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енпе Кӑркӑстан хушшинче экономика ҫыхӑнӑвӗ тахҫантанпах ҫирӗп пулнине палӑртнӑ. Михаил Васильевич малашне экономика тӗлӗшӗнчен ҫеҫ мар, культура тытӑмӗнче те хутшӑнса ӗҫлессине шанса каланӑ.
Болот Джунусов Кӑркӑстан Раҫҫейпе электроэнерги, газ тата ытти тытӑмсенче килӗштерсе ӗҫлессине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти икӗ предприятире пулса курнӑ, вӗсен малашлӑхне пысӑк хак панӑ. Акӑ «Акконд» продукцине Кӑркӑстанра ыйтаҫҫӗ, «Чӑвашкабель» вара Кӑркӑстанри «Северэлектро» АУОн организацисене кӑсӑклантарма тивӗҫ. Болот Джунусов республикӑри ытти предприятие те ҫитсе курасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |