__Красноармейски районӗнчи__ __Кулава__ ялӗ пысӑках мар: 41 ҫуртра 101 ҫын пурӑнать. Унти туслӑ халӑх ҫулсерен ял уявне пухӑнать. Кӑҫал кулавасем ӑна нумая пулмасть паллӑ тунӑ.
Кулавана 2004 ҫулта газ кӗртнӗ. Ҫавӑнтанпа халӑх пӗрле уява пухӑнса савӑнать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, уяв ячӗпе чи малтанах __Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Полина Николаева саламланӑ.
Мӑн Шетмӗ шкулӗнче тӑван ен культурине вӗрентекен Светлана Назарова Кулава ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 18 ҫемьерен темиҫешер ҫын тухса кайнӑ. Виҫӗ хӗр фронта хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Акӑ вӗсен ячӗсем: Евдокия Антонова, Фаина Виноградова, Маргарита Иванова. 28 ҫын вӑрҫӑран таврӑнман. Уявра фронтра пуҫ хунисене асӑнса палӑк патне чечексем хунӑ.
Уява ертсе пынӑ Раиса Гурьева ялти паллӑ ҫынсемпе паллаштарнӑ. Ачасем, пултарулӑх ушкӑнӗ, ял ҫыннисем концерт кӑтартнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче кашниех сӗтел хушшинче хӑналанма пултарнӑ. Светланӑпа Валентина Ивановӑсен ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем асфальт ҫине ӳкерсе тупӑшнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=389&type=news&id=2832526|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |