Чӑваш Енре ҫуралнӑ Антон Батракова 2010 ҫулта АПШри ҫемье усрава илнӗ. Ҫав ҫулах ҫемье ӑна Миссури штатӗнчи социаллӑ приюта панӑ. Антон унтан 18 ҫул тултарсан ҫеҫ кайма пултарнӑ.
Шӑматкун Антон Чӑваш Ене таврӑннӑ. «Халӗ вырӑссем маншӑн пиччесемпе аппасем пекех. Вырӑсла тулли кӑмӑлпа калаҫатӑп. Тинех вырӑс апатне ҫирӗм. Катлет питӗ юрататӑп!» — тенӗ Антон.
Антон каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ татӑлнӑпа пӗрех. Ӗҫ шырамалли ҫеҫ юлнӑ. Ӑна стройкӑра ӗҫлеме сӗннӗ-ха. Малашне Антон института кӗрсе аслӑ пӗлӳ илме ӗмӗтленет. Антон акӑлчанла аван калаҫать, ҫавӑнпа вӑл тӑлмачӑра ӗҫлеме пултарать.
Антон Батраковӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — пилота вӗренсе тухса истребительпе вӗҫесси. Вӑл халӗ республикӑри психологипе педагогика реабилитаципе тӳрленӳ центрӗнче сипленет. Специалистсем ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн тата ҫурт-йӗр черетне тӑма пулӑшӗҫ. Антон центрта 3 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑкченех пурӑнма пултарӗ.
Унччен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача прависене хӳтӗлекен Павел Астахов АПШри ҫемьесем усрава илнӗ ачасем Раҫҫее таврӑнни пирки пӑшӑрханса калаҫнӑччӗ. «Усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне яваплӑхаран никам та хӑтарман. 2012 ҫулта АПШри Тори Энн Хансен тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе судра выляса илнӗччӗ. Артем Савельева малтан усрава илнӗскер арҫын ачана алимент тӳлет — уйӑхне 1000 доллар. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн те 30000 доллар тӳлеттернӗ», — тенӗ Павел Астахов.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |