Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 545 ҫул (кун пирки тӗпчевҫӗсенчен хӑшӗсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ те, анчах официаллӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл ҫавӑн чул ҫулта) ҫитнӗ май паян __Шупашкарта__ паллӑ эстрада тата джаз юрӑҫи Лариса Долина пулнӑ. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннипе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва вӑл, сӑмах май, тӗрленӗ чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ.
Долина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май Михаил Васильевич джаз юрӑҫи совет тата Раҫҫей эстрадине аталанма пысӑк тӳпе хывнине, ҫынсене чылай ҫул чун ӑшшине парнеленине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Лариса Долина юрлани ҫынсенче чи лайӑх туйӑма — юрату, шанчӑклӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑлӑх — ҫуратать тесе шухӑшлать иккен.
Долина Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Регионсенче юрлама ӑна Мускавпа Питӗртинчен ытларах килӗшнине те пытарман вӑл. Каҫхи тӑхӑр сехетре вӑл Шупашкрати Хӗрлӗ тӳремре концерт кӑтартнӑ. Ӑна Наци телекуравӗ тата республикӑн влаҫ органсӗен официаллӑ порталӗ тӳрӗ эфирта трансляциленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |