Мӗн тӑвӑн — кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӗҫлесе пурӑнать. Пирӗн чӑвашсем тӗнче касса ҫӳренӗ вӑхӑтра хамӑр тӑрӑхра ют енчен килнисем тар тӑкаҫҫӗ. Тем тӑвакан та пур вӗсем хушшинче: хӑйсен ӗҫне (чылай чухне — апатлану предприятийӗсене) уҫакан та, стройкӑра тар тӑкакан та.
РФ Миграци службин республикӑри управленийӗ __Канаш__ хулинчи мигрантсем ӑҫтан килнине тата вӗсем ӑҫта тар тӑкнине тишкернӗ те республика территорийӗнче тӑрӑшкан мигрантсем евӗрех канашрисем те ытларахӑшӗ квалификациллӗ мар ӗҫре тӑрӑшнине пӗтӗмлетнӗ. Ютран килнисенчен самайӑшӗ, миграци службин шучӗпе, вырӑнти халӑх пӗчӗк ӗҫ укҫи, йывӑр тесе ӗҫлеме килӗшмен вырӑнсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Канаша илсен, вӑл хулари мигрантсен шутӗнче ытларах — Таджикистан тата Узбекистан ҫыннисем. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫ явӑҫтаракан предприятисен шутӗнче «Промтрактор-Вагон», «Скала», «БТ», «КЗЭП» обществӑсене асӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |