Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Владимир Васильевич Селенин 1967–1979 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхине тата вӑй-хал культурине вӗрентнӗ. Ҫак хушӑра вӑл сахал мар спортсмен хатӗрленӗ.
Вӗрентекен хӑй те футбол вылякансен пӗрлештернӗ район командин пайташӗ пулнӑ. Владимир Селенин районта хоккей вӑййине аталантарассине те пысӑк тӳпе хывнӑ. Унӑн тӑрӑшулӑхне пула Кивӗ центрти чиркӳ ҫумӗнчи пӗве ҫинче хоккей площадки ӗҫленӗ. Ун ҫинче час-часах республикӑри хуласемпе районсен хоккеисчӗсем тӗл пулнӑ. Владимир Селенин ял спортсменӗсем хушшинче ҫичӗ-сакӑр хутчен республика чемпионӗ пулнӑ, виҫӗ хутчен Чӑваш Республикин Кубокне тивӗҫнӗ. Шел пулин те, паллӑ спортсменӑн пурнӑҫӗ вунӑ ҫул каялла ҫурлан 14-мӗшӗнче йывӑр чире пула 57 ҫулта татӑлнӑ.
Районти спорт ветеранӗсен канашӗ паллӑ спортсмена асӑнса ҫурлан 15-мӗшӗнче __Питӗркассинчи__ «Спартак» стадионта мини-футбол выляс енӗпе турнир ирттернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |