Кирек епле уяв умӗн те пӗр-пӗр объект уҫма тӑрӑшаҫҫӗ те, __Шупашкар__ 545 ҫул ҫитнине уявланӑ май тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. 24-мӗш номерлӗскерте таможня тӗрӗслевӗн вӑхӑтлӑх зони вырнаҫнӑ.
Таможньӑн тӗрӗслев зони вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗсем Шупашкарта тек ҫуккине шута илсен вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑни каламасӑрах паллӑ.
Халӑхсем хушшинчи посылкӑсене пӑхтарас тесен ӑна илекенсен маларах тавара вӑхӑтлӑх упрамалли склада, вӑл вара Шупашкра хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫитме тивнӗ. Ӳлӗмрен клиентсем кӑмӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Раҫҫей почтин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ уйрӑма уҫнӑ май ҫӗнӗ почта открыткисене те кӑтартнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине, Чӑваш АССРӗн 100 ҫулхине халалласа Раҫҫейӗн почти вырӑнти тематикӑллӑ открыткӑсем, конвертсем тата маркӑсем кӑларма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн художество музейӗпе, ӳнер шкулӗсемпе тата республикӑра пурӑнакансемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кӑҫал кӑна маркӑсӑр 50 тӗрлӗ открытка кӑларнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |