Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. ~~Ачасен канӑвӗ~~) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем __http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=news&id=2834580|«Шевле» уйлӑхра__ канаҫҫӗ. Кунта __Шупашкар__ хулинчи, __Муркаш районӗ|Муркаш__, __Йӗпреҫ районӗ|Йӗпреҫ__, __Тӑвай районӗ|Тӑвай__, __Хӗрлӗ Чутай районӗ|Хӗрлӗ Чутай__, __Элӗк районӗ|Элӗк__ тата __Етӗрне районӗ|Етӗрне__ район ачисем лекнӗ.
Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ.
Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ. Чӑвашла сӑвӑсем, юптарусем, юрӑсем янрарӗҫ. Ачасене уйрӑмах __Етӗрнери__ ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи «Путене» фольклор ансамблӗн юррисем кӑмӑла кайнӑ.
__http://cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2836725|**Сӑнсем**__ (13)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |