Пӑтӑрмах пирки ҫыракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ахаль те нумай та, ҫапах та ку ӗҫ шӑв-шав ҫуратнисен шутне кӗнӗ май ун пирки асӑнмасӑр иртеймӗпӗр.
Инкекӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче __Шупашкар районӗнчи__ __Вӑрӑмту__ ялӗ патӗнче пулса иртнӗччӗ. «Мерседес» урапапа (машинӑпа) пыракан 27 ҫулти Шупашкар хула ҫынни хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухса пӗр ҫемье ларса пыракан урапапа тӑрӑннӑччӗ. Инкекре упӑшкипе арӑмӗ вилнӗ, вӗсен икӗ ачи пульницӑна лекнӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче суд пулса иртнӗ. Инкеке лектернӗ арҫынна хупса хуман пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче ун чухне шӑв-шав та ҫӗкленнӗччӗ темелле.
Ӗнер вара ку ӗҫпе тепӗр хутчен суд пулса иртнӗ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра арҫынна хупма йышӑнман пирки район прокуратурин республикӑн Аслӑ судне аппеляци представленийӗпе ҫитме тивнӗ.
Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьепе пырса ҫапӑннӑ арҫын суда пыман пирки икӗ хутчен суд ларӑвне куҫарма тивнӗ. Сӑмах май каласан, 27-ри водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ҫул-йӗр правилине вӑл унччен те пӑснӑ пирки ӑна маларах та явап тыттарнӑ пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |