«Иккӗмӗш Сӑпасра чухӑн та панулми ҫиет», — тенӗ авалтан. Ҫинӗ чухне вара лайӑххи пирки ҫеҫ ӗмӗтленмелле тесе аса илтереҫҫӗ __Елчӗкри__ тӗп вулавӑшра. Ҫӑпасра панулми ҫинӗ чух ӗмӗтленни пурнӑҫланать имӗш.
«Сӑпас сӗтелӗ апат-ҫимӗҫпе тулӑх. Ку вӑхӑтра пахча ҫимӗҫ те, улма-ҫырла та пиҫсе ҫитет. Улмуҫҫийӗ те йӑтӑнса ларать. Ҫанталӑк, ҫуллахипе танлаштарсан, йӑвашланни палӑрать. Ахальтен мар ваттисем: «Иккӗмӗш Сӑпасран алсиш хатӗрле», — теҫҫӗ. Ку уяв хыҫҫӑнхи ҫумӑр ҫӑкӑра ҫӗртни ҫинчен те калаҫҫӗ халӑхра. Апла пулсан хӗвел те вӑрмансем, уйсем урлӑ ура яни куҫ кӗретех», — тесе тишкернӗ авалтан сӑнанине асӑннӑ культура учрежденийӗ.
Виҫӗ Сӑпас хушшинче вӗҫен кайӑксем те кӑнтӑр енне кайма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫак кунран кӗрхи тырӑсене акма юрать.
Елчӗкри тӗп вулавӑшра «Виҫӗ сӑпас» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ҫак куравра вулакансем тӗн уявӗсен пӗлтерӗшӗпе историне, халӑхӑн авалтан пыракан йӑли-йӗркипе паллашма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех халӑхра ҫанталӑка анлӑн сӑнанисем ҫинчен те.
Сӑмахран, панулми Сӑпасӗ мӗнле пулать, Пукравра та ҫавнашкал кун кӗт. Е тата иккӗмӗш Сӑпасри ҫанталӑк кӑрлачрипе пӗр килет, теҫҫӗ. Сӑпас иртсен шыв та сивӗнме пуҫлать-мӗн. Ҫак кун ӑшӑ пулсан кӗркунне типӗ пулать иккен. Кунӗпех ҫумӑр ҫусан — йӗпе-сапаллӑ кӗр кунӗсене кӗтмелли ҫеҫ юлать. Хӗвел кӗртсе пӑхсан хӗл сивӗ пуласса пӗлтерет…
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |