__Елчӗкри__ историпе таврапӗлӳ музейӗнчен тӗрлӗ наци ҫыннисем татӑлма пӗлмеҫҫӗ тени ӳстеререх калани пулать-тӗр. Ҫапах та унта тӗрлӗ ҫӗртен час-часах килсе ҫӳрени чӑнлӑх.
Нумаях пулмасть унта Эстони ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем — Туудеровсен ҫемйи. Настя тата Мадис. Анастасия — Чӑваш Енрен. __Сӗнтӗрвӑрринче__ ҫуралнӑскер Таллинта ӗҫлесе пурӑнать. Мадиспа ҫемье ҫавӑрни вӗсен нумаях мар. Туй ӗҫкине вӗсем наци тумӗ тӑхӑнса уявланӑ. Настя — чӑваш наци тумӗпе, Мадис — эстонсеннипе.
Елчӗкри музея пырса курма вӗсене ҫамрӑксен тӑванӗ, Ираида Захарова, сӗннӗ. Хӑй вӑл __Елчӗк районӗнчи__ __Тӳскелте__ ҫуралса ӳснӗ. Унтан Эстоние тухса кайнӑ. Халӗ вӑл унти чӑвашсен «Volgomaa» диаспорине ертсе пырать иккен. Эстони халӑхӗсен ассоциацине кӗрекен организаци ҫумӗнче «Палан» ансамбль йӗркеленӗ. Вӑл вара тӗрлӗ ҫӗршыва концертпа ҫӳрет. Ираида Захарова тӑван тӑрӑхне ҫулсерен килме тӑрӑшать, Эстонире пурӑнакан чӑвашсене пӗтӗҫтерессипе те тимлет.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=79&type=news&id=2835633|**Сӑнсем**__ (3)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |