Иртнӗ эрнере «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри аэрокосмос смени уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енрен __Ҫӗмӗрлери__ 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем «CanSat в России» Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци проектне хутшӑннӑ. Ку проект вӗҫекен аппаратсем шухӑшласа кӑларакансене пӗрлештерет. Пӗчӗк кӑна хатӗр шухӑшласа кӑларакансем проекта хутшӑнса конкурсра ӑмӑртаҫҫӗ.
Космосм сменине Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури тата Саха (Якути) республикинчи ачасем пуҫтарӑннӑ. Ачасем ракетӑсем вӗҫтереҫҫӗ, спутнкисем пӗлтернине йышӑнаҫҫӗ, телескопсем пулӑшнипе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ.
Уйлӑха Юрий Лончаков, Сергей Ревин тата Сергей Рязанский космонавтсемпе пӗрле вӗҫсе кайни те ачасен асӗнче яланлӑха юлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |