Кашни халӑх пуян. Укҫа-тенкӗ пирки мар сӑмах — ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ ҫинчен. Кашни халӑхӑн тупмалли юмахсем, юрӑсем, юмахсем, ваттисен сӑмахӗсем тата ыттисем пур.
Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлисенчен пӗри — вӑйӑ. __Етӗрне районӗнчи__ «Шевле» ушкӑнри хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййипе, юррипе ыттисене паллаштарас тӗллевпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
__Палтайри__ вӑтам шкул ҫумӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи Н.В.Серебрякова ачасене «Ал татмалла», «Ят пӗлмелле», «Тутӑр пухмалла» вӑйӑсем выляма, «Итлӗр кукку сассине», «Ҫирӗк ҫулҫи ҫиле май» юрӑсене вӗрентнӗ.
Кунашкал мероприятисем ачасене тӑван чӗлхемӗре ытларах юратма, хисеплеме, чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=78&type=news&id=2838336|**Сӑнсем**__ (3)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |