Юлашки ҫулсенче республикӑра хӑмла ытлах ӳстермеҫҫӗ. __Ҫӗрпӳ районӗнче__ вара Раҫҫей ял хуҫалӑх академин Чӑвашри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ҫӗрӗсем ҫинчи хӑмла пахчинче хӗрӳ ӗҫ пырать — «симӗс ылтӑн» пулса ҫитнӗ.
Хӑмла ӳстерекен пай заведующийӗ Анатолий Коротков пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «сумерь», «подвязный», «цивильский», «дружный», «флагман», «фаворит» тата ытти сортсене лартса ӳстереҫҫӗ.
Плантацире хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ, ретсем хушинче ҫум курӑк ҫук. Тӑпрана кӑпкалатни, им-ҫам сапни курӑнать. 6 метр ӳснӗ хӑмлана алӑпа касаҫҫӗ те комбайн ҫине илсе каяҫҫӗ.
Асӑннӑ хуҫалӑхра 11,86 гектар лаптӑкри хӑмлана пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 1 гектара яхӑн лаптӑкне ҫеҫ пухса кӗртнӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=74&type=news&id=2837683|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |