__Йӗпреҫ районӗнче__ йӗкӗрешсен «Икӗ хут телей» уявӗ иртнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта районта йӗкӗрешсем 21 хутчен ҫуралнӑ. «Харӑс мӗнле пӑхмалла, харӑс мӗнле ачашласа ҫитермелле тата ытти ҫавӑн пек ыйтусем ҫралнипе малтанах хӑраса та каяҫҫӗ. Ҫемьере арҫын ачапа хӗрача ҫуралсан тӑвансем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑнани тӑрӑх район администрацийӗн гражданла тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Фасхутдинова.
Уява __Йӗпреҫри__ Анисимовсем (вӗсен пӗр кунта хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ), __Березовкӑри__ Тимофеевсем (икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе ҫемьере — виҫӗ арҫын ача), __Шӑрттан__ тӑрӑхӗнчи Фоминсем (вӗсен пӗр кунта икӗ хӗр кун ҫути курнӑ, ҫапла вара халӗ вӗсен виҫӗ хӗре ҫитнӗ) тата ыттисем ҫитнӗ.
Уява чӗннӗ ҫемьесем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=60&type=news&id=2838924|**Сӑнсем**__ (46)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |