Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.
Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.
Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем __Шомикри__ «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, __Йӗпреҫри__ уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, __Кӳкеҫри__ «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, __Шуршӑлти__ Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем Вӑтам Атӑл геологийӗпе экологийӗпе ҫыхӑннӑ лекцисемпе семинарсем йӗркеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |